Тӑванӑмсем! Чӑвашсен виле йӑли-йӗркине тӗпчетӗп. Сирӗн пулӑшу кирлӗ🙏
Пирӗн ялта виле пытарнӑ чух тупӑка антарсан ун ҫине кашни ҫын виҫшер ывӑҫ тӑпра пӑрахать. Вара ҫак пӑрахнӑ тӑпра ҫине мачча (аслӑк, кӗпер е урӑхла) хураҫҫӗ. Ӑна юман йывӑҫран/ҫурмалла каснӑ пӗрене татӑкӗнчен/хӑмаран тӑваҫҫӗ.
Ун ҫине вара тин ытти ҫӗрне тултараҫҫӗ. Сирӗн патра ҫакнашкал йӑла пур-и? Пур пулсан - район, ял ятне тата ҫав маччине/аслӑкне/кӗперне мӗнле каланине комментарире ҫырӑр-ха, тархасшӑн🙏