Асанне ӑшши кӗтрӗмӗр,
Асатте ҫилли кӑна.
Пылчӑкра улӑм кӗртрӗмӗр,
Ӑшӑтмарӗ - ни хрена!
Ҫӗртме уйӑхшӑн авансом
Муш, пулать тесе ҫулла.
Кӗркунне пуҫланчӗ маххом,
Выҫӑ кашкӑрла ула.
Ир те, каҫ - чарӑнми ҫумӑр,
Хӑть те кӑравул кӑшкӑр.
Пӗр кун ҫеҫччӗ - уяр пултӑр,
Пахча чавса прахӑпӑр.
Йӑлӑхтарчӗ пылчӑк ҫӑрса:
-Кӳршӗ, каҫ ханша ӗҫме.
Ҫук, памас кӑҫал, зараза,
Кӗрхи ӗҫсе вӗҫлеме.
Кӗрхи ҫумӑрпа иксӗмӗр
Йӳле ятӑмӑр чуна.
Асанне ӑшши кӗтрӗмӗр,
Асатте ҫилли кӑна.
07.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук
Асатте ҫилли кӑна.
Пылчӑкра улӑм кӗртрӗмӗр,
Ӑшӑтмарӗ - ни хрена!
Ҫӗртме уйӑхшӑн авансом
Муш, пулать тесе ҫулла.
Кӗркунне пуҫланчӗ маххом,
Выҫӑ кашкӑрла ула.
Ир те, каҫ - чарӑнми ҫумӑр,
Хӑть те кӑравул кӑшкӑр.
Пӗр кун ҫеҫччӗ - уяр пултӑр,
Пахча чавса прахӑпӑр.
Йӑлӑхтарчӗ пылчӑк ҫӑрса:
-Кӳршӗ, каҫ ханша ӗҫме.
Ҫук, памас кӑҫал, зараза,
Кӗрхи ӗҫсе вӗҫлеме.
Кӗрхи ҫумӑрпа иксӗмӗр
Йӳле ятӑмӑр чуна.
Асанне ӑшши кӗтрӗмӗр,
Асатте ҫилли кӑна.
07.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук