-Муш вӑл илмен ман ҫырӑва?-
Тесе чунӑм ӑшталанать.
-Кӗҫ тухӗ те ҫыхӑнӑва,
Вара тӳрех шӑнкӑравлать.
Тен вӑл ман сториса курман?
Ҫавна пула-тӑр лайк пусмасть.
Кайман вӑл ҫакӑ пурнӑҫран!
Ҫук-ҫук!Пулма пултараймасть.
Ӑсӑм пӗлет,чӗре шанмасть.
Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртет.
Юлташ ҫаплах ним те ҫырмасть,
Кӗҫех 40 кунӗ ҫитет.
Тӑрри шӑтман,ӑс вырӑнтах:
-Ҫырап,юрлап,саспа йӗмес.
-Алюш тек ҫук,-тени анчах
Пуҫа,ӑша,тӑна кӗмес.
09.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук
Тесе чунӑм ӑшталанать.
-Кӗҫ тухӗ те ҫыхӑнӑва,
Вара тӳрех шӑнкӑравлать.
Тен вӑл ман сториса курман?
Ҫавна пула-тӑр лайк пусмасть.
Кайман вӑл ҫакӑ пурнӑҫран!
Ҫук-ҫук!Пулма пултараймасть.
Ӑсӑм пӗлет,чӗре шанмасть.
Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртет.
Юлташ ҫаплах ним те ҫырмасть,
Кӗҫех 40 кунӗ ҫитет.
Тӑрри шӑтман,ӑс вырӑнтах:
-Ҫырап,юрлап,саспа йӗмес.
-Алюш тек ҫук,-тени анчах
Пуҫа,ӑша,тӑна кӗмес.
09.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук