Маншӑн-и: паянхи кунччен
Турӑш пекех вӗрентекен.
Иртсен те пурнӑҫ ҫулӗсем
Ҫут ҫӑлтӑр пек туйнаҫ вӗсем.
Мухтав вӗрентекенӗме,
Маншӑн вӑл-иккӗмӗш анне.
Памаҫҫӗ такӑнма,ӳкме,
Ҫут сӑн кӳреҫ пурнӑҫ ҫулне.
Учителе ан кӳрентер.
Учительсене хисеплер.
Ан ҫыр вӗсем ҫине ҫӑхав,
Ӑс-тӑн панишӗн тейӗр-"Тав".
Шел,ҫитрӗ ахӑрсамана,
Мулпа кӑна виҫеҫ ҫынна.
Лӑркать кашни карма ҫӑвар,
Укҫасӑр ҫын - хисепре мар.
Йӑлт туянма пулать, тейӗн,
Анчах ӑс,чыс ҫеҫ сутӑнмасть.
Учительсене ан тӗкӗн,
Унсӑр пурнӑҫ мала каймасть.
Права нумай халь ачасен,
Чатра вӑрҫаҫҫӗ амӑшсем.
Ӑҫта кайса кӗрес ҫавсен,
Чӑтать мӗскӗн вӗрентекен.
Сехре хӑпатчӗ ӗлӗк чух
Учитель килнине курсан.
"2" илес пулсан тӑрук,
Атте туртатчӗ хӑлхаран.
Хальхи ачана ӑнсӑртран
Япӑх паллӑ лартса парсан.
Тӳрех калаҫҫӗ:"Япӑх шкул,
Учитель япӑх,кӑравул!"
Мӗнле пулӑн, ӑслӑ майсӑр,
Пӗр кӗнеке вуламасӑр.
Тум-тир капӑр,хӑвӑл-пуҫра,
Яра-куна - телефонра.
Чӑнлӑх-илемлӗ мар,тискер,
Ака тумаҫҫӗ блогерсем.
Учителе ан кӳрентер,
Ахаль те сайралчӗҫ вӗсем.
04.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук
Турӑш пекех вӗрентекен.
Иртсен те пурнӑҫ ҫулӗсем
Ҫут ҫӑлтӑр пек туйнаҫ вӗсем.
Мухтав вӗрентекенӗме,
Маншӑн вӑл-иккӗмӗш анне.
Памаҫҫӗ такӑнма,ӳкме,
Ҫут сӑн кӳреҫ пурнӑҫ ҫулне.
Учителе ан кӳрентер.
Учительсене хисеплер.
Ан ҫыр вӗсем ҫине ҫӑхав,
Ӑс-тӑн панишӗн тейӗр-"Тав".
Шел,ҫитрӗ ахӑрсамана,
Мулпа кӑна виҫеҫ ҫынна.
Лӑркать кашни карма ҫӑвар,
Укҫасӑр ҫын - хисепре мар.
Йӑлт туянма пулать, тейӗн,
Анчах ӑс,чыс ҫеҫ сутӑнмасть.
Учительсене ан тӗкӗн,
Унсӑр пурнӑҫ мала каймасть.
Права нумай халь ачасен,
Чатра вӑрҫаҫҫӗ амӑшсем.
Ӑҫта кайса кӗрес ҫавсен,
Чӑтать мӗскӗн вӗрентекен.
Сехре хӑпатчӗ ӗлӗк чух
Учитель килнине курсан.
"2" илес пулсан тӑрук,
Атте туртатчӗ хӑлхаран.
Хальхи ачана ӑнсӑртран
Япӑх паллӑ лартса парсан.
Тӳрех калаҫҫӗ:"Япӑх шкул,
Учитель япӑх,кӑравул!"
Мӗнле пулӑн, ӑслӑ майсӑр,
Пӗр кӗнеке вуламасӑр.
Тум-тир капӑр,хӑвӑл-пуҫра,
Яра-куна - телефонра.
Чӑнлӑх-илемлӗ мар,тискер,
Ака тумаҫҫӗ блогерсем.
Учителе ан кӳрентер,
Ахаль те сайралчӗҫ вӗсем.
04.09.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук