Чăваш чĕлхине хальхи вăхăтра мĕнле вĕрентмелле: пĕлĕве ӳстермелли курс иртрĕ
📍Вĕрентекенсем Шупашкар хулин 65-мĕш шкулĕнче стажировкăра пулчĕç. Кунта вăй хуракан ĕçтешсем уçă уроксем кăтартса хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. Курса итлекенсем урок ирттермелли ăслайсемпе мелсене ăса хыврĕç.
Ĕнерхи занятисем вара вĕренӳ институтĕнче иртрĕç. Анна Егорова доцент хальхи условисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес çул-йĕре уçăмлатрĕ. Вĕрентекенсем республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне тишкерчĕç, хăйсем ăслав сочиненийĕ çырса пăхрĕç.
✨Вĕрентекенсен умĕнче çавăн пекех паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина калаçрĕ, чăваш чĕлхине упраса хăварас тата ăна аталантарас ĕçри çивĕч ыйтусене çĕклерĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем вĕрентекенсен кăмăлне çĕклессе тата малалла ĕçлеме хавхалантарасса шанатпăр!
#МинобразованияЧувашии #ЗахаровМинобразования21 #НоваяШкола #нацпроектМолодежьидети #чрио_курсы